Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ҫырла пуҫтарма кайнӑ. Вӑл ҫӗлен сӑхнине те сисмен.
Кӑштахран ывӑннине, пуҫ ҫаврӑннине, хырӑм ыратнине туйнӑ, хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑна илсе ҫитерсен унӑн артери юн пусӑмне те виҫеймен, вӑл анса ларнӑ. Чӗри минутра 120 хутчен тапнӑ, хӗрарӑм аран сывланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлма пултарнӑ.
Хӗрарӑмӑн анафилактика шокӗ ҫӗлен наркӑмӑшне пула аталанни палӑрнӑ. Унӑн шалти органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анестезиологсемпе реаниматологсем интенсивлӑ терапи ирттернӗ. Пӗр талӑкран пациентӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тӗслӗх юлашки хутчен 2017 ҫулта пулнӑ
Чӑваш Енре вӑрмансемпе усӑ курасси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Ку хыпара РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ. Саккун проектне Йӗпреҫ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ саккунта хӑш вӑрманти хӑрӑк турата пухмалли ҫинчен ҫынсене пӗлтермеллине палӑртнӑ. Хыпара Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче тата вӑрман хуҫалӑхӗсенчи стендсем ҫинче пӗлтерме тивӗҫ. Лесничийсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене пӗлтермелле.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑрмансенчи хӑрӑк турата ҫынсене пуҫтарма ирӗк пачӗҫ. Саккуна федераци шайӗнчех йышӑннӑ.
Йрпреҫ районӗнчи прокуратура Кӗлӗмкассинчи ача пахчине тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗнче вӗрентӳ тата терроризма хирӗҫ тӑмалли ҫинчен калакан саккунсене епле пӑхӑннине пӗлесшӗн пулнӑ. Прокуратура ҫӗрӗк картана асӑрханӑ. «Вӑл ҫуккипе пӗрех», – пӗтӗмлетнӗ прокуратурисем.
Карта ҫӗрӗк пирки ача пахчин территорине кирек кам та кӗреет тесе шухӑшлаҫҫӗ прокуратурӑра. Ачасемшӗн те вӑл хӑрушӑ. Ҫӗрӗк карта пӗчӗкскерсем ҫине ӳкме пултарать.
Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫисем карта тытасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Ҫавна кура прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Суд надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ, ача пахчине карта тыттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка поселокӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине пӗвере тупнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 63 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗвене пулӑ тытма килнӗ, анчах ку инкепе вӗҫленнӗ. Унӑн виллине пӗверен ҫӑлавпа шырав службин водолазӗсем кӑларнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв-шур ҫинче пилӗк инкек пулнӑ, вӗсенче 5 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри – ача.
Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Мария Печникова вилсе кайнӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗсен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Шупашкар хулин 50-мӗш шкулӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Шкул учебникӗсемпе методика пособийӗсен авторӗ пулнипе палӑрнӑ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Николаевна 1961 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗнче, Хирпуҫ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнче, пуҫламӑш класс учителӗнче ӗҫленӗ.
1989 ҫултан пуҫласа Шупашкар хулин 50-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан, кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ тата тепӗр ҫын вилнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ун пеккисен йышӗ 10 ҫын тесе хыпарланӑччӗ-ха. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗре тата пӳре чирӗпе нушаланакан 74 ҫулти арҫын Йӗпреҫ район пульницинче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне тата тепӗр ҫын вилнине ӗнер пӗлтернӗ. Ҫапла вара пирӗн регионта кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнисем 11-ӗн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхи пациент та ҫамрӑк мар. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вырттарнӑ. Арҫын виҫҫӗмӗш стадири юн пусӑмӗн тата пуҫ мимин чирӗсемпе чирленӗ.
«Раҫҫейре икӗ ыйту — ухмахсем тата ҫулсем», — теме юратаҫҫӗ ыттисенчен тӑрӑхлас килнӗ чух. Ку сӑмах ҫаврӑнӑшне япӑх ҫулпа ҫӳреме тивсен те аса илеҫҫӗ.
Раҫҫейри ҫулсен пахалӑхӗ пирки каланине Канаш хулинчен Йӗпреҫ поселокӗ енне каякансен те калама тивет пулӗ.
Ҫул ванса пӗтнине ӗнентермелле тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче унччен сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑччӗ. Халӗ вара «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал Инстаграмра видео лартнӑ.
Канашран Йӗпреҫе каякан ҫул хӑрушшине, анчах шӑтӑк-путӑка юсама васкаманнине пӗлтернӗ унта.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетри начар виҫӗ участока юсасси паха тата... вӑхӑтра пулса пынине ӗнентернӗ-мӗн.
Пост авторӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе килӗшмест. Вӑл 50597-2017-мӗш номерлӗ ГОСТа аса илнӗ. Унта вара нормативпа килӗшсе тӑман шӑтӑк-путӑка (тӑршшӗ 15 см ытла, тарӑнӑшӗ 5 см ытла пулсан) 5 талӑкран пуҫласа 15 талӑкчен юсамаллине каланӑ. «Регион пӗлтерӗшлӗ трасса ҫинче йӑлт урӑхла. Мӗншӗн?» — пуҫ ватнӑ пост авторӗ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче урамра ҫапӑҫакан мӑшӑра ӳкерсе илнӗ видео сарӑлнӑ.
«Дзен|Чувашия» пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, видеона Йӗпреҫ поселокӗнче ӳкерсе илнӗ. Ҫуртӑн адресне те кӑтартнӑ. Кооператив урамӗ, 31-мӗш ҫурт. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ.
Кӗске видео тӑрӑх хакласан, кӳмери ачисемпе урама тухнӑ икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын ҫурт умӗнчи сак ҫинче лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсем урамра эрех ӗҫеҫҫӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынпа (упӑшки-ши) ҫапӑҫма пуҫлать, лешӗ те маххӑ памасть. Пӗр ача ҫывӑхра чупса ҫӳрет, кӳмере – пепке.
Хӗрарӑм самай хӗрӗнки курӑнать. Арҫын та урах мар пулӗ.
Урамра ирпе-ирех ҫавӑн пек ҫапӑҫаҫҫӗ те, ытти чухне ку мӑшӑр епле пурӑнать-ши, ачисем мӗн курса ӳсеҫҫӗ-ши, опекӑпа попечительство органӗсем ҫав видеона курӗҫ-ши тесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ.
Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ.
Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ.
«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» трасса Чӑваш Енри ултӑ район территорийӗпе иртӗ. Пирӗн республикӑра ҫав ҫул тӑршшӗ 94 километр пулӗ. Кун пирки ЧР строительство министрӗ Владимир Осипов республика ертӳҫине Олег Николаева пӗлтернӗ. Транспорт отрасльне республикӑра ҫитес пилӗк ҫулта аталантармалли стратегие ҫав трассӑна та кӗртнӗ.
Машинӑсене хӑвӑрт ҫӳреме саракан трасса Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн «Мускав — Чулхула — Хусан» сыпӑкӗ пирӗн республикӑшӑн та меллӗ пулассине шанаҫҫӗ.
Халӗ яваплисем проект умӗнхи ӗҫсемпе тимлеҫҫӗ.
«Мускав — Чулхула — Хусан» трасса тӑршшӗ 729 км пулӗ, кашни енпе икшер полоса тума палӑртнӑ. Вӑл ҫулпа машинӑсем сехетре 120 километр хӑвалайӗҫ. Трассӑна тӑвассине тӑватӑ тапхӑрпа палӑртнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2027 ҫул тӗлне вӗҫлесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |